Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе

Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе

Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе,

Эс - чи пахи, эс - чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

Пин чěлхерен чи çепěççи.

      Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. 

         Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Куснар вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

     Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куснар вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне  чăваш тумлă   вĕренекенсемпе вĕрентекенсем алла-аллăн тытăнса вăйă карти туса юрланипе пуçларӗç,   хаваслă  чăваш вăййисене выляса киленчĕç. Вăйă-кулă чăваш халăхĕн ырă йăла-йĕркин тымарĕ татăлманнине кăтартрĕ. Унтан «Янра,чӑваш чӗлхи!» концерт программи пулчӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем чӑваш чӗлхине, И.Яковлева халалланӑ сӑвӑ-юрӑпа, чӑваш халӑх ташшисемпе куракансене савӑнтарчӗç.

     Ачасем  ҫак эрнене тивӗҫлӗ шайра ирттересчӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.